Тĕп редакторсемпе тĕл пулчĕ

235 подписчиков

12+
12+

1 просмотр

2 дня назад

ПожаловатьсяНарушение авторских прав

235 подписчиков

12+
12+

1 просмотр

2 дня назад

ПожаловатьсяНарушение авторских прав
12+
12+

1 просмотр

2 дня назад

Чăваш Ен наци телекуравĕн эфирĕнче «Правовое поле» кăларăм сакăр çул тухса тăрать. Çитес çулта та ярăма сенкер экранпа курма пулĕ. Кун пирки Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн ертӳлĕхĕ Чăваш Республикин çĕнĕ прокурорĕпе калаçрĕ. Эдуард Гиматов республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе тĕл пулчĕ. Журналистсем прокуратурăна ыйтупа тухсан хуравсем хăш-пĕр чухне вăхăтра килмеççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем пирки калакан саккуна та пăхăнмалла. Çĕнĕ прокурор тĕп редакторсемпе килĕшрĕ. Пĕрле тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртрĕ. Журналистсене вăл раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче иртекен ăмăртăва хутшăнма чĕнчĕ. Чăваш Республикин прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлама Эдуард Гиматов икĕ эрне каялла пуçăнчĕ. Çак кĕске тапхăрта вăл чылай ĕç-пуç ирттерчĕ. Сăмахран, Пăрачкав тăрăхĕнче çынсене йышăнчĕ, усламçăсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Прокуратурăра йĕркеленнĕ ушкăнпа ĕçлĕп. Кунта профессионалсем. Татса памалли ыйту чылай», – палăртрĕ çĕнĕ прокурор.

Название:

Тĕп редакторсемпе тĕл пулчĕ

Категория:

Разное