«12 пукан» мюзикл
Пукансем, хаклă капăрлăхсем, ултавçăсен мыскарисем. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче «12 пукан» мюзиклăн премьери иртрĕ. Ăна Игорь Зубков композиторпа Александр Вулых поэт тăрăшнипе лартнă. Вĕсем куракансене классика хайлавне çĕнĕлле «вулама» сĕнеççĕ.