«Ентешсен çăлтăрлăхĕ» фестиваль иртет

12+
12+

97 просмотров

4 года назад

ПожаловатьсяНарушение авторских прав
12+
12+

97 просмотров

4 года назад

ПожаловатьсяНарушение авторских прав
12+
12+

97 просмотров

4 года назад

Пĕр тĕвве пухăнчĕç. Çак кунсенче Шупашкарта «Ентешсен çăлтăрлăхĕ» пĕтĕм тĕнчери фестиваль иртет. Вăл искусствăра ĕçлекен, хальхи вăхăтра тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан ентешсене пĕрлештерет. Унта 11 артист тата 1 оркестр хутшăнать. Пĕрремĕш хавхаланăва, вăй-хала вĕсем çуралса ӳснĕ вырăнтан – Чăваш Енрен илнĕ. Сăмах – тĕрлĕ тăрăхра ĕçлесе пурăнакан, искусствăра çитĕнӳ тăвакан, пултарулăхпа палăракан ентешсем çинчен. Тĕрлĕ сăлтава пула тăван тăрăхран уйрăлнă пулсан та чăвашлăх туйăмĕпе вĕсенче кунсеренех палăрать иккен. АЛЕКСЕЙ ПЕТРОВ: «Мана питĕ савăнăçлă çакăн йышши фестивальсем, конкурссем Чăваш Республикинче ирттерни, питĕ лайăх япала. Регион тулашĕнче пурăнакан чăвашсемпе, тус-тăвансемпе яланах калаçатпăр, телефонпа та, интернет урлă та. Халь çыру çырмалла мар, вăл енчен лайăх». Фестивале кăçал 3-мĕш хут йĕркелеççĕ. Вăл Чăваш Енри мухтавлă ентешсен çулталăкĕпе пĕр килни вара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. – Сирĕнпе, паллах, питĕ хитре, питĕ илемлĕ кĕвĕсене итлĕпĕр. Çак кĕвĕсем пирĕн Чăваш Республикипе çыхăннă çăлтăрсем выляни, паллах, тата ытларах савăнтарать. Фестивальте ентешсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе пĕр танах юрă-кĕвĕ тĕнчипе кăсăкланакан çамрăксем валли çавра сĕтелсемпе ăсталăх лаççисем те ирттереççĕ.

, чтобы оставлять комментарии